Утӑн 12-мӗшӗнче республикӑри чылай ял уявне паллӑ тунӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрнар районӗнчи Хорнсор та. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑ кунне 335-мӗш хут уявланӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ.
Ял халӑхӗпе хӑнасем валли концерт йӗркеленӗ. Вӑрнарти культурӑпа кану центрӗнчи «Тивлет» ушкӑн артисчӗсем, Уйкас Кипек ялӗнчи «Кипек ен» ушкӑн, «Калинушка» ушкӑн, Элӗк районӗнчи «Шур акӑш» ушкӑн, «Альянс» эстрада ушкӑнӗ, Иван Христофоров халӑх артисчӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Кудряшов юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Юбилее Хорнсор ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсем килнӗ. Вӗсен йышӗнче — тава тивӗҫлӗ шахтерсем, тухтӑрсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем, строительсем.
Уявра спорт ӑмартӑвӗсем иртнӗ. Халӑх ҫӗрлехи 2 сехетченех савӑннӑ. 23.30 сехетре тӳпере салют ялкӑшнӑ. Ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташланӑ.
Сӑнсем (71)
Нумаях пулмасть Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫурчӗ умне халӑх йышлан пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ярмушка ял тӑрӑхӗ ҫултан ҫула куҫакан йӑлине — ял уявне паллӑ тӑвассине — кӑҫал та ирттернӗ.
Уявра чи малтанах Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров тухса калаҫнӑ, ентешӗсене саламланӑ май маттуррисене тав хучӗсемпе тата ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Уявра алӗҫӗсен, сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Кушар Юнтапара ҫуралса ӳснӗ В.И.Перепелкин пушӑ алӑпа килмен. Вӑл ялти клуба сарлака экранлӑ монитор парнеленӗ.
Концерт Ярмушкари ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Ӑна халӑх ура ҫине тӑрсах итленӗ. Унтан «Шурӑмпуҫ», «Чашма» вырӑнти халӑх фольклор ушкӑнӗсем, Уйкас Юнтапа, Кушар Юнтапа ялӗсенчи ӳнер пултарулӑх ушкӑнӗсем, Авшак Элмен, Кивҫурт Мӑрат ялӗсенчи шкул ачисем сцена ҫине хӑпарнӑ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ ансамбльсем концерт программине тата пуянлатнӑ. Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене халӑх хапӑлласах йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур.
Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ.
Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ.
Питрав кунӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ял уявӗ иртмелле. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти унтисемшӗн – паллӑ кун. Халӑхпа пӗрле савӑннишӗн кӑна мар. Хорӑнсор Ҫармӑс кӑҫал 335 ҫул тултарать.
Ял клубӗн ертӳҫи тата вырӑнти Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗн депутачӗ Михаил Кузьмин пуҫарнипе ял ҫыннисем тӑван тӑрӑха тирпей-илем кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Урамсене тасатса пуҫтарма ҫынсем шӑматкунлӑхсне тухаҫҫӗ, ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ, картасене юсаҫҫӗ, стадион патне каякан ҫула такӑрлатаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем Вӑрнар районне Акатуя чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ.
Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ.
Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Ӑна уявламашкӑн ҫынсем пурте пӗрле хатӗрленнӗ, сцена ӑсталанӑ, лапама илем кӗртнӗ.
Уява Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров уҫнӑ. Праҫнике Валентина Флегантова тата Елена Владимирова ертсе пынӑ. Уявра кӑҫалхи юбилярсен грамотӑпа чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Любовь Африканова, Елена Иванова, Ираида Осипова, Валентина Исакова, Любовь Иванова, Маргарита Макарова. Ольга Африкановӑна вара 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.
Уява Вӑрнарти культура ҫурчӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмал парнеленӗ, шӳтсем каланӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ.
Ял халахӗ те концерта хастар хутшӑннӑ. 86-ри Татьяна Флегантова тата 82 ҫулти Зинаида Софронова хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ.
Венера Владимировӑпа Земфира Африканова шӳрпе пӗҫернӗ. Халӑх чылайччен саланман, тепӗр ҫул та ҫакнашкал уяв йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
Сӑнсем (11)
Вӑрнар районӗнче халӑх Акатуя пухӑннӑ. Районти ял тӑрӑхӗсем йӑла-йӗркене кӑтартакан экспонатсене илсе килнӗ, хӑнасене килти сӑрапа, кукӑльпе, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.
Акатуя савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пур. Вӑрнарсем ака-сухана вӑхӑтра вӗҫленӗ. Акмалли лаптӑка та пысӑклатнӑ. Район уявне ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килнӗ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ял хуҫалӑхӗ те, промышленноҫ та аталаннине палӑртнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхне Леонид Николаева Хисеп грамотипе чысланӑ. «Санары» агрофирма трактористне Владимир Крипчакова «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ят панӑ. Владимир Матвеев «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Фермер хуҫалӑхне аталантармашкӑн Владимир Балыков, Алевтина Иванова, Григорий Лукин гранта тивӗҫнӗ. Аш-какай комбиначӗн инженерӗ Эдуард Зайцев, «Мураты» ЯХПК тракторисчӗ Борис Шариков, фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Фадеев пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн социаллӑ тӳлев илнӗ.
Уява Вӑрнар районӗн «Туслӑх» ентешлӗхӗ те килнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырминче пурӑнакан 16-ри Олегпа 14 ҫулти Максим Федоровсене ялта паттӑр тесе чӗнеҫҫӗ. Мӗн тунӑ-ха ҫак яшсем? Чӑннипех те паттар ӗҫ тунӑ. Олегпа Максим ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пӗвере путма пуҫланӑ арҫынна вилӗмрен ҫӑлнӑ.
Ҫак ялтах пурӑнакан 43 ҫулти арҫын Олегпа Максим пулман тӑк пурнӑҫпа сывпуллашӑччӗ. Ҫав кун пӗве хӗрринче аслисем каннӑ. Унччен те пулмасть — ҫухӑрашма пуҫланӑ. Олег каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав арҫын ишнине курнӑ. Кӑштахран, ҫыран хӗрринерех ҫитсен, хайхискер чӑмнӑ та ҫухалнӑ. Пӗр минут иртнӗ, иккӗ… Арҫын ҫаплах тухман. Олег малтанах ҫавскер шыв айӗнче сылӑшсӑр вӑрах вӑхӑт пулнинчен тӗлӗннӗ. Унтан ӑнланнӑ: арҫын тӑнне ҫухатнӑ та шыв айӗнчен тухайман-мӗн.
Максим та инкек сиксе тухнине ӑнланнӑ, тӳрех шыва чӑмнӑ. Малтанах вӑл путнӑскере шыраса тупайман. Иккӗмӗш хут чӑмсан арҫынна тупнӑ, пиччӗшне пулӑшма чӗннӗ. Кашни ҫеккунт хаклӑ пулнӑран арҫын ачасем хӑвӑрт ӗҫленӗ, арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан ӑна медиксем пулӑшу панӑ.
Федоровсем пӗверен инҫех мар пурӑнаҫҫӗ. Амӑшӗ Элеонора каланӑ тӑрӑх, утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн арҫын ачасем шыва кӗме пуҫтарӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кольцовка шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова.
Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл.
Паян Шупашкар районӗнче ялти спорт вӑййисен республикӑри 12-мӗш ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑтра спортӑн тӗрлӗ енпе чи вӑйлисене палӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва официаллӑ майпа Кӳкеҫри «Улӑп» стадионта уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ — хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, республикӑн спорт министрӗн ҫумӗ Алексей Яковлев, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров.
Республикӑри «Тухӑҫ» спорт обществин ялавне хӑпартма полиатлон Раҫҫейӗн енӗпе спорт маҫтӑрне, ялти спорт вӑййисенче пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ, Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ Галина Павловӑна, вӗрен туртассипе ӑста Канаш район ҫыннине Александр Сергеева тата Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейре сахал мар ҫӗнтернӗ, Европа шайӗнчи кросс-ӑмӑртура кӗмӗл медале тивӗҫнӗ Александр Новикова шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |